Комсомольски районӗнче тата Патӑрьелте кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнине пӗлтернӗччӗ. Елчӗк тата Ҫӗрпӳ районӗсенче те ҫак чир пуррине пӗлтернӗ. Ҫакна Чӑваш ветеринари лабораторийӗ ҫирӗплетнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Элпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Явӑш ялӗнчи икӗ ҫын хуҫалӑхӗнче чӑхсем вилнӗ. Халӗ ҫав тӑрӑха ҫулсене хупнӑ, тӗрӗслевпе пропуск пункчӗсем талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Вилнӗ чӑхсене утилизациленӗ.
Красноармейски районӗнчи хуҫалӑхсенче те чӑхсем вилнӗ тӗслӗх пурри пирки сас-хура тухнӑ. Паян Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнче кайӑк-кӗшӗке урама кӑларма чарасси пирки каланӑ.____
Чӑваш Енре икӗ районта кайӑк-кӗшӗк грипне тупса палӑртнӑ. Ку утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ.
Патӑрьели тата Комсомольски районӗнчи икӗ хуҫалӑхра чӑхсем вилнӗ. Вӗсен виллисене Чӑваш ветеринари лабораторийӗ тӗрӗсленӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кайӑк-кӗшӗк грипӗ пулма пултарать.
Халӗ вирус килме пултарнӑ вырӑна тӗрӗслеҫҫӗ. Ку чӑнах та кайӑк-кӗшӗк грипӗ пулнине ҫирӗплетмешкӗн материала Владимир хулине тӗпчеме ярса панӑ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш ялӗнче, Чӑвашкассинче, ҫулсеренех ватӑсене асӑнса Учук ирттереҫҫӗ. Мӑчавӑр ял пуҫласа яракансенчен кашнинчен уйрӑммӑн кивӗ масар ҫинче вӗсен ячӗпе лартнӑ палӑка уҫма ирӗк ыйтать. Унтан пурте ватӑсене асӑнаҫҫӗ, «тутлӑхлӑ пулӑр» теҫҫӗ.
Арҫынсем авалхи йӑла-йӗркене тӗпе хурса така пусса шӳрпе пӗҫереҫҫӗ. Хӗрарӑмсем сӗтел хатӗрлеҫҫӗ. Ҫамрӑксем вара ӗмӗт кантри ҫыхма каяҫҫӗ. Ҫав кун чӑвашкассисем юрласа ташлаҫҫӗ.
Вырӑнти таврапӗлӳҫӗсем Чӑвашкасси мӗнле пулса кайнине архивсенче тӗпчесе пӗлнӗ. Ял 1600-мӗш ҫулсенчех пуҫланса кайнӑ. Чӑвашкассине пуҫарса яракансем Турхан тимӗрҫӗ, Шинкарей лашман тата Комсомольски районӗнчи Асанкассинчен куҫса килнӗ Элментюк пулнӑ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енри сакӑр районта «Чӑвашавтотранс» автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Кун пирки предприяти вокзалсен хуҫине — «АвтоВАС» акционерсен уҫӑ обществине — асӑрхаттарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче шӑрҫаланӑ ҫырӑва вӑл Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине те ӑсатнӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» автобусӗсем хӑш-пӗр хулара ҫӳреме пӑрахассине ведомство хӑйӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернине тӗпе хурса ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха.
Министерство асӑннӑ хуласенче (Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле) ҫеҫ мар, районсенче те предприяти автобусӗсем ҫӳремӗҫ иккен. Маларах асӑннӑ ҫырупа Александр Белов журналист паллаштарнӑ. Сакӑр районта пассажирсене пачах та турттарма пӑрахассине систернӗ вӑл. Унта сӑмах Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсем пирки пырать. Чи пысӑк йывӑрлӑх — вӗсенче урӑх перевозчиксем ҫукки.
Автобуссене ҫӳретме пӑрахнине «Чӑвашавтотранс» ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем тата транспортра цифра тахографӗсем ҫуккипе сӑлтавланӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, республикӑра шыв ҫинче каллех инкек пулнӑ: тепӗр ҫын путса вилнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Комсомольски районӗнчи Луцки ялӗнче пулнӑ. 52 ҫулти хӗрарӑм тӑванӗсем патне пӗвене шыва кӗме килнӗ. Вырӑнти халӑх пӗвене «Икӗ пӗве» тет. Шӑп ҫавӑнта путса вилнӗ те хӗрарӑм.
Инкек вырӑнне ҫӑлавҫӑсемпе йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, инкек мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Кӑҫал вырӑс чӗлхипе 5452 ҫын ППЭ тытнӑ. Ултӑ ҫын аттестат илеймӗ. Вӗсем экзаменра 24 балл та пухайман.
32 ҫын вара экзаменра 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗр унашкаллисем 17-ӗн кӑна пулнӑ.
Экзамена 100 баллӑх ҫыракансем ҫак шкулсенчен: Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ шкулӗ, Йӗпреҫри 1-мӗш тата 2-мӗш шкулсем, Комсомольски районӗнчи Шурут шкулӗ, Сӗнтӗрвӑрринчи Октябрьски шкулӗ, Етӗрнери 2-мӗш шкул, Улатӑрти 9-мӗш шкул, Ҫӗнӗ Шупашкарти 13-мӗш шкул, 18-мӗш лицей тата 19-мӗш шкул, Шупашкарти 5-мӗш гимнази, 4-мӗш гимнази, 3-мӗш лицей, 61-мӗш шкул, 2-мӗш лицей, 24-мӗш шкул, 39-мӗш шкул, 44-мӗш лицей, 46-мӗш гимнази, 49-мӗш шкул, 4-мӗш лицей, 57-мӗш шкул, 59-мӗш шкул.
Иртнӗ эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче культура ҫурчӗ хӑпартма тытӑннӑ. Пӗрремӗш кирпӗчсене Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Пётр Краснов, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Комсомольский район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Осипов хунӑ. Ҫакна курма ял ҫыннисем те йышлӑн пухӑннӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пӗр харӑсах 150 ҫын вырнаҫма пултаракан ҫак культура ҫуртне кӑҫал кӗркунне хута ямалла. Ӑна ҫӗклемешкӗн 16 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ҫав укҫаран 14 миллион ытларах тенки — республика, 2 миллионӗ вырӑнти хыснасенчен. Хырай Ӗнелти культура ҫурчӗ — Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа купалама тытӑннӑ пиллӗкмӗш учреждени.
Комсомольски районӗнчи «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗ паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑмра чӑвашла юрлӗ.
Аса илтерер, Чӑваш Енри ансамбль ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» шоу ӳкерме хутшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Каҫалсем телекӑларӑмра «Садра» юрра шӑрантарнӑ. Комсомольски районӗнчи «Тӗп клуб тытӑмӗ» муниципалитетӑн хысна унитарлӑ учрежденийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫалсене телекӑларӑма пӗлтӗрех чӗннӗ иккен. Чӑваш ансамбльне «Тӗлӗнтермӗш уйӗ» «Алтын Майдан» пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑннӑ чух курса килӗштернӗ имӗш.
Чӑвашсем телекурава парнепе кайнӑ, Леонид Якубович вӗсен уҫӑ кӑмӑлне ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ, тав тунӑ.
Паян Чӑваш Енре каллех вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫавна пула хӑш-пӗр ҫӗрте машинӑсем шар курнӑ, ҫуртсен ҫивиттине сирсе кайнӑ. Ҫил ҫеккунтра 20 метртан кая мар хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫил Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнче уйрӑмах алхаснӑ.
Улатӑрта йывӑҫсем ӳкнипе уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсенче ҫутӑ сӳнсе ларнӑ. Автомобильсем шар курнӑ, нумай хваттерлӗ 8 ҫурт ҫивиттине сӳнӗ. Ахматово, Алтышево, Чуварлей ялӗсенче пилӗк пӳрт ҫивиттине илсе кайнӑ. Чӑвашэнерго бригадисем асӑннӑ тӑрӑхра ҫине тӑрса ӗҫленине пӗлтереҫҫӗ.
Вӑрнар, Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи ҫичӗ ялта та ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнче трансформаци подстанцийӗ шар курнӑ.
Ҫил алхаснӑ районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ыран ирпе 8 сехетре видеоконференци ҫыхӑнӑвӗ мелӗпе канашлв ирттересшӗн.
Кӑҫал Чӑваш Енре 11 ача пахчи тума пуҫлӗҫ. Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» тата «Садовый» микрорайонсенче икшер ача пахчи тума тытӑнӗҫ. «Университетский-2», «Кувшинка», «Солнечный» микрорайонсенче тата Сосновка поселокӗнче пӗрер пулӗ.
Канаш хулинче, Комсомольски районӗнчи Урмаелте, Шупашкар районӗнчи Атайкассинче те ҫӗнӗ ача пахчисем хӑпартӗҫ. Вӗсене хута ямашкӑн пӗтӗмпе 893,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Сӑмах май, Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле хулара 10 ача пахчи уҫма палӑртнӑ. Ҫакна та палӑртмалла: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче РФ Правительстви ҫӗнӗ ача пахчисем хута яма, 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫула ҫитнӗ ачасем валли вырӑнсем тума 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |